Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче пурӑнакан Елизавета Егоровна Родионова 100 ҫул тултарнӑ. Юбиляр хӑйӗн ӗмӗрӗнче чылай терт-нуша курнӑ.
Елизавета Егоровна Октябрь революцийӗччен ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑха та чӑтса ирттернӗ.
Елизавета Родионова мӑшӑрӗпе пӗрле 5 ачана тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Шел те, халӗ вӗсенчен 3-шӗ ҫеҫ пурӑнать. Мӑшӑрӗ те ку тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Елизавета Егоровна тек качча кайман. Вӑл ачисене ӳстернӗ, хуҫалӑх тытса пынӑ. Вӑл ӗмӗрӗпех колхозра тар тӑкнӑ.
Юбилейпе саламламашкӑн тӑванӗсем кӗрекене пухӑннӑ. Чиновниксем те пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ кинемее саламланӑ: чечек ҫыххи тата Владимир Путин янӑ ҫырӑва тыттарнӑ.