Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри пир тӗртекенсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ку ӗҫ пирки тахҫанах маннӑ ӗнтӗ, анчах ӑстасем вӑл паянхи кун та пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине ӗнентереҫҫӗ.
Канашлӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан кӑна мар, Германирен, Латвирен, Молдовӑран та килнӗ. Пӗрремӗш семинар Шупашкар районӗнчи Вӑрманкассинче иртнӗ.
Канашлу кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал вара ӑна анлӑрах йӗркеленӗ. Унта тӗлӗнмелле хӑнасем килнӗ. Гамбургри Андреас Мюллер тӗрлӗ континентра пир тӗртме вӗрентет. Вӑл тӗнчипех ӑсталӑх класӗсем ирттерет. Вӑл станоксене хӑй те ӑсталать.
Мускавра та пир тӗртекенсем пур иккен. Елена Маркова пир тӗртме вӗрентет ав. Кашни ӑстан станокӗ расна. Халӗ вӗсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме ҫӑмӑлрах. Компьютер версийӗсем те пур-мӗн.
Канашлӑва Александр Петров йӗркеленӗ. Вӗсен йӑхӗнче пир тӗртекенсем пулнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ӗҫӗ ҫамрӑксене вӗрентмелле, вӗсем те пир тӗртчӗр. Ара, Чӑваш Енре кунашкал ӑстасем пур-ха. Вӗсем ку ӗҫе аталантараҫҫӗ, несӗлсен туприне упрама тӑрӑшаҫҫӗ.