РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.