Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Укҫа ыйтӑвӗпе Шӑнкӑртамра референдум иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 26.09.2016 09:05 | 1703 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
Шӑнкӑртам ялӗ
Шӑнкӑртам ялӗ

Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра референдум иртнӗ. Ҫынсен шухӑшне пухма йӗркеленӗ участоксем ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа каҫхи саккӑрччен уҫӑ пулнӑ. Сасӑлава 4 вырӑнта йӗркеленӗ: Шӑнкӑртамри 3 участокра тата Ксыл-Камышри 1 участокра. Рефрендума хутшӑнма тивӗҫҫисен списокне 4018 ҫынна кӗртнӗ.

Сасӑлава пынисен пӗртен пӗр ыйтӑва хуравлама тивнӗ: «2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни хуҫалӑхран ҫулталӑкне 1000 укҫа пуҫтарма эсир килӗшетӗр-и?» Вӑл укҫана вырӑнти ыйтусене татса пама ярасшӑн: каҫхине урамсене ҫутатса тӑма, йӑлари ҫӳп-ҫапа турттарма, автомобиль ҫулӗсене тытса тӑма, пушара хирӗҫ мероприятисем йӗркелеме. Ытларах пайӗ укҫа пуҫтарма килӗшнӗ.

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек референдума пирӗн республикӑра пуҫласа ирттернӗ.

#Тӗп суйлав комиссийӗ, #референдумсем, #Патӑрьел районӗ, #Ксыл-Камыш, #Шӑнкӑртам, #укҫа-тенкӗ, #сасӑлавсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем