Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Лаша сӑнарне хут ҫине куҫарар-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.01.2011 19:40 | 2332 хут пӑхнӑ

Пӗлтӗр, 2010 ҫулта, эпир шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвне ирттерсеччӗ. Ирттертӗмӗр кӑна мар, питӗ лайӑх чысларӑмӑр пек.

Ӑмӑртӑва пуҫлас умӗн каласа хӑварнӑччӗ ӗнтӗ — хайлавсене кӗнекен кӑларма тӑрӑшӑпӑр. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама пире ачасен ӳкерчӗкӗсем кирлӗ. Ҫавна май эпир шкул ачисем хушшинче «Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ятлӑ ӳнер ӑмӑртӑвне пуҫаратпӑр.

Кӗскен: сирӗн «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ ӗҫсем хушшинче эпир суйланӑ хайлавсенчен (PDF, вӗсене хулӑм шрифтпа уйӑрнӑ) пӗрине илмелле те ун тӑрӑх ӳкерчӗк тумалла. Хайлавӗсене кунта тупма пулать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӗҫе пуш уйӑхӗн 25-мӗшччен ярса памалла.

Ку ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн ӗнентерӳ хучӗ, сертификат, грамота тавраш памастпӑр. Вырӑнсем те палӑртмастпӑр. Пӗр хисеп ҫеҫ пулӗ — пире килӗшнӗ ӳкерчӗк кӗнекере пичетленӗ.

 

Ӳкерчӗксене эсир сканерласа p-code@mail.ru адреспа ярса пама пултаратӑр. Почтӑпа ҫитерес шутлисен чи малтан 8-905-193-5-136 (Чулхула облаҫӗ!) карас номерӗпе ҫыхӑнмалла (эпир сире ӑҫта ярса памаллине ӑнлантарӑпӑр). Ҫавӑн пекех, ыйтусем тухсан, маларах палӑртнӑ электрон адреспа ҫыхӑнма пулать.

#конкурссем, #Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем