Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шупашкар районӗнче тата тепӗр чиркӳ тӑвасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 24.09.2016 06:49 | 1668 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи чиркӳ
Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи чиркӳ

«Ҫичӗ чиркӳ тӑвиччен ҫичӗ ача усрава ил», — тенӗччӗ пӗр ваттисен сӑмахӗнче. Хальхи саманара ачисене те усрава илеҫҫӗ-ха, анчах чиркӗвне те пӗрин хыҫҫӑн теприне хӑпартса лартаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче те чиркӳ сахалтарах тесе шухӑшланӑ курӑнать — унтисем тата тепре хӑпартса лартасшӑн.

Ҫак эрнере Чӑваш Енӗн Строительство министерствине пухӑнсах канашланӑ. Унти тӳре-шара чиркӳ валли ҫӗр ӑҫта уйӑрасси пирки пуҫ ватнӑ. Кирек ӑҫта уйӑрсан та пӗрех мар-ҫке: чиркӗвне асӑннӑ районти Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн территорийӗнче туса лартасшӑн. Вӑл Ҫветтуй Николай ячӗллӗ пулӗ. Унта чиркӳсӗр пуҫне тӗн енӗпе ҫутта кӑларакан центр хӑпартса лартасшӑн, канмалли тата спорт лапамӗ уйӑрасшӑн.

Вӑрман Ҫӗктер тӑрӑхӗнче, сӑмах май каласан, авалхи чиркӳсем те иккӗ пур: вӗсенчен пӗри Ҫӳлтикассинче вырнаҫнӑ, тепри — Хыркассинче.

#Ҫӳлтикасси, #Хыркасси, #Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #канашлусем, #чиркӳсем, #ҫӗр ыйтӑвӗ, #Ҫӗктер

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем