Пирӗн ҫӗршывра ҫул-йӗр тӑрӑмӗпе паллаштаракан ҫӗнӗ ресурс хута янӑ. Хальлӗхе вӑл сӑнавлӑ меслетпе уҫӑлнӑ. Ҫитес уйӑхран вӑл йӗркеллӗн ӗҫлесе каймалла.
«Безопасные дороги» (чӑв. Хӑрушсӑр ҫулсем) http://безопасныедороги.рф/#1 информаци ресурне Раҫҫейӗн Ҫыхӑну комитечӗ хатӗрленӗ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, портал тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилекенсен шутне чакарасси.
Информаци ресурсӗнче федераци, регион тата муниципалитет тӗллевӗллӗ ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ хыпар пухӑнса тӑрӗ. Уншӑн яваплисем — РФ Шалти ӗҫсен министерстви, Инкеклӗ ӗҫсен министерстви, Сывлӑх сыхлав министерстви, Раҫҫейӗн автодорӗ, «Автодор» патшалӑх компанийӗ тата ыттисем.
Порталта ҫул-йӗр ҫинче юсав ӗҫӗсем пыни, инкеклӗ лару-тӑру пирки, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсемпе ҫӑлавҫӑсем ӑҫтарахра вырнаҫнине пӗлтерекен тата ытти хыпар-хӑнар пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑм ҫинчен ҫынсем хӑйсем те систерейӗҫ. Кун валли «Инициативы» (чӑв. Пуҫарусем) уйрӑм пӑхса хӑварнӑ.