Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: НТВ-телеканала Ҫӗрпӳри палӑк култарнӑ

Сутатӑп М7 трасса çумĕнчи Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă автосервис пулнă çурта сутатăп (450 тăваткал метр)
Пулӑшу (Услуги) Строительствӑри ҫуп-ҫапа тата тӑпрана тиесе тухма пулӑшатӑп.
Сутатӑп Тислӗк, торф, хура тӑпра, тӑм, кирпӗч ватчӑкӗ, асфальт тӗпренчӗкӗ, опилка, вут-шанкӑ сутатӑп.
Таисия Ташней 20.09.2016 18:06 | 328 хут пӑхнӑ
Ӳнер
Ҫӗрпӳри Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗ
Ҫӗрпӳри Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗ

Ҫӗрпӳ хули 427-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чух унта ҫӗнӗ палӑк уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗрпӳсем Иккӗмӗш Кӗтерне патша майрине халалласа палӑк вырнаҫтарнӑ. Палӑка Александров паркне кӗнӗ ҫӗре лартнӑ. Ун ҫумӗнче — карета. Патша майри 18-мӗш ӗмӗрте Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ.

Хулара тимӗртен шӑратса тунӑ палӑксем татах пур: Печкин почтальон, урам шӑлакан... Вӗсене арҫынсен Ҫӗрпӳри тӗрминче ларакансем ӑсталанӑ.

НТВ-телеканалпа кӑтартакан «Салтыков-Щедрин шоу» сатира программин авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи кӑларӑмӗнче Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗнчен тӑрӑхласа кулнӑ. Проекта Михаил Задоронов, Алексей Кортнев и Дмитрий Колчин ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе палӑк патша майри евӗрлӗ мар.

Аса илтеретпӗр, Иккӗмӗш Катерне чӑваш сӑмахлӑхне те кӗрсе юлнӑ. Ӑсчахсем «Катемпи» сӑмах ун ятӗнчен пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

#ӳнер, #парксем, #палӑксем, #культура, #Ҫӗрпӳ, #телекӑларӑмсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36457
 

Orphus

Радио (18.01.2017)

21:00
 
Новости (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru