Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Юрий Сементер 70 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ литература каҫӗ иртрӗ.
Мероприяти тӗлне «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» курав йӗркеленӗччӗ — унта поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.
Литература каҫне Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин уҫрӗ. Вӑл сӑмах каланӑ май Михаил Игнатьев янӑ салам ҫырӑвне те вуласа пачӗ. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Александров Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Ҫавӑн пекех сӑмах калакансем шутӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗ Ольга Скворцова, халӑх сӑвӑҫисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчӗҫ.
Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши (1983), Нестер Янкас (1996), Фатых Карим (2002) ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1988), Чӑваш халӑх поэчӗ (1999).
Поэта ЧАССР Аслӑ Канашӗн Президиумӑн Хисеп грамотиле (1984), Туслӑх орденӗпе (1996), «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медальпе (1970) наградӑланӑ.
Литература ӗҫне шкул ҫулӗсенче тытӑннӑ, малтанхи сӑввисене хаҫатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленӗ. Унтанпа Ю.Сементер ҫирӗм пилӗк кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсенчен паллӑраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чӗнтӗрлӗ кӗпер» (1998), «Хуркайӑк ҫулӗ» (2002). Ю.Сементер сӑвӑ, юрӑ, поэма, либретто тата илемлӗ куҫару ӗҫӗнче те палӑрнӑ.