Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Халӑхран тухнӑ талантӑн юбилей каҫӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 27.01.2011 08:39 | 2673 хут пӑхнӑ
Мероприятире
Мероприятире

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Илья Романович Степанов композитор хайӗн 70 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Уяв каҫӗ Кушкӑри кану ҫуртӗнче иртрӗ.

И.Р.Степанов ку таранччен пине яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ, вӗсенчен 800 ытла юррине пичетлесе кӑларнӑ. Авторӑн «Шетмӗ кӗввисем», «Ай, юрлар-и», «Икӗ Илле юррисем», «Тӑванлӑх юррисем» тата ытти юрӑ кӗнекисене музыка енӗпе ӗҫлекен культура ӗҫченӗсем питӗ аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хисеплӗ те чыслӑ ячӗсем те автора ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ. Вӑл — Чӑваш Республикинчи музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикинчи композиторсен ассоциацийӗн членӗ, Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн преми лауреачӗ. Унӑн халӑхра анлӑ сарӑлнӑ «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Ҫул юхать», «Пурӑнатпӑр пӗрре ҫӗр ҫинче» юррисене пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ.

Уяв программи Красноармейски районӗн Гимнӗпе (авторӗсем И.Р.Степанов тата Л.И.Антонов) уҫӑлчӗ. Хӑнасем юбиляр ҫинчен чылай ырӑ сӑмах каларӗҫ. Вӗсем пурте композитор кун-ҫулне тишкернӗ май Илья Степанов чӑваш юрӑ музыкин культурине аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗҫ.

Уяв пысӑк концертпа вӗҫленчӗ. Унта «Трак ен» фольклор ушкӑнӗ, «Кӑмӑл» агитушкӑн, «Сударушки» ансамбль, «Шурӑмпуҫ» агитушкӑн, «Каприз» ансамбль, ветерансен хорӗ, Йӗпрем тата Кушка ялӗсенчи фольклор ушканӗсем хутшӑнчӗҫ.

 

Сӑнсем

#Красноармейски районӗ, #Йӗпрем, #Кушкӑ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем