Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.1 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: «Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисем

Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
Пулӑшу (Услуги) Корпуслӑ сетел-пукан ӑсталакана шыратӑп.
Сутатӑп М7 трасса çумĕнчи Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă автосервис пулнă çурта сутатăп (450 тăваткал метр)
Аçтахар Плотников 04.09.2016 22:32 | 429 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

«Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑртӑвӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫавӑн пекех конкурс хӑй те вӗҫленет.

Иртнӗ уйӑхра хутшӑнакансем сахалрах пулчӗҫ. Ҫавӑнпа та приз калӑпӑшне пӗчӗклетес терӗмӗр. Пӗрремӗш вырӑна каллех Марина йышӑнчӗ (975 пуплевӗш, 8430 сӑмах). Ӑна эпир 1000 тенкӗпе хавхалантаратпӑр. Иккӗмӗш вырӑна утӑ уйӑхӗнчи пекех «Альтук аппа» йышӑнчӗ. Вӑл 177 пуплевӗш куҫарма пултарчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Галина йышӑнчӗ. Вӑл 131 пуплевӗш (1347 сӑмах) куҫарса пулӑшрӗ. Альтук аппапа Галинӑна 500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр. 100 ытла пуплевӗш куҫаракансен йышӗнче Маргарита тата salam пулчӗҫ. Вӗсене 100 тенкӗ карас номерӗ ҫине куҫарса парӑпӑр.

«Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑрту вӗҫленнӗ май пирӗн конкурса хутшӑннине ӗнентерекен хута валеҫсе памалла. Ӑна ҫак хутшӑнакансем илме тивӗҫ пулӗҫ: Марина, Альтук аппа, civhim2, Мария, snik, Viktor, Галина, Алина, Надя, Любовь, Маргарита, Нинел, Роза, olga, Марина Васильева, vlad, salam, Татьяна, elena (кунта — сайтри логин ячӗсен йышӗ). Сертификатлӑ пулас тесен пирӗнпе amartu@chuvash.org адреспа ҫыхӑнмалла — тулли ята (хушамат, ят, аҫӑр ячӗ), ӗҫ вырӑнне пӗлтермелле. Конкурса хутшӑннине ӗнентерекен хута электронлӑ майпа ҫитеретпӗр.

Малти пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннисене Чӑваш халӑх сайчӗн ҫуралнӑ кунне чӗнсе илме шутлатпӑр. Вӑл ӑҫта тата хӑҫан пулассине уйрӑммӑн пӗлтеретпӗр.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ вара хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ. Хальхи вӑхӑтра унта 16 пин ытларах куҫару пур. Хӑй тӗллӗн куҫарма пултаракан тӑлмач ӑсталама вара сахалтан та 200 пин кирлӗ. Ҫавӑнпа та эсир ҫак ӗҫе хутшӑнасса шанатпӑр.

#чӑваш чӗлхи, #конкурссем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/konkurs
 

Orphus

Радио (20.02.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
06:30
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Чалт кăна (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Чалт кăна (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru