Пирӗн асаттесен авалхи ҫӗршывӗ Атӑлҫи Пӑлхарстан пулнӑ. Чылай вӑхӑт хушши шӗкӗр хули ятне Пӑлхар йышӑннӑ. Чӑвашсем унта халӗ те пурӑнаҫҫӗ — тин ҫеҫ Шупашкара Якличева Валентина Михайловнӑпа Снаренкова Лиана Михайловна килнӗччӗ. Паян Пӑлхартан килнӗ хӑнасем Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пулчӗҫ.
Шкулта вӗсене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем Пӑлхар хулипе паллаштарчӗҫ, унти пурнӑҫ ҫинчен каласа пачӗҫ (Валентина Михайловна чӑваш чӗлхи вӗрентет), хӑйсем пекех чӑвашлӑха упрама чӗнсе каларӗҫ. Шкул ачисем вӗсен калавне тимлӗн итлесе ларчӗҫ. Вӗрентекенсем те хӑнасене ахаль ямарӗҫ — тӗлпулу хыҫҫӑн Роза Беляева, «Юрату.ру» ушкӑна йӗркелекенӗ, хӑйӗн дискӗсене парнелерӗ.
Пӑлхар хӑнисем шкул музейӗпе те паллашрӗҫ. Авалхи япаласене тытса курнӑ май хӑйсен пурнӑҫӗнчи ачалӑха аса илчӗҫ.
Валентинӑпа Лиана пурне те хӑйсем патне хӑнана, Пӑлхара, чӗнчӗҫ, тараватлӑ кӗтсе илнӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ.