РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ ача уйлӑхӗсенчен пӗринче ясарлӑхпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, аскӑнлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ ирхи 4 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен (ӗҫӗ-пуҫӗ вӑраха тӑсӑлни тӗлӗнтерет пек те, анчах маларах асӑннӑ управленин сайтӗнче ҫавӑн пек ҫырнӑ) пулса иртнӗ. Сакӑр ҫулхи хӗрача такам кӑштӑртатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ те арҫыннӑн сӑнне астуса юлнӑ пулать. Ача туалета кайма тесе тухсан пулӑшма ыйтса чӗннӗ.
Тӗпчевҫӗсем Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Уйлӑха вӑл хӑй тӗллӗн кӗнӗ теҫҫӗ.
Ача ҫумне ҫулӑхнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ирӗклӗнех кӗрсе тухма май килекен уйлӑхра ӗҫлекенсен тимсӗрлӗхне те компетентлӑ органсем хак пама шантараҫҫӗ.