Шупашкарти Ленин проспектӗнче пурӑнакансем капюсав мӗнле пынипе кӑмӑлсӑр. Вӗсен ҫуртне пӗлтӗрех юсанӑ. Анчах ҫынсем вӗсене Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн шӑпи кӗтесрен шикленеҫҫӗ.
Ҫурта 1962 ҫулта хӑпартнӑ. Унтанпа ӑна ҫӗнетмен. Пӗлтӗр тинех капюсав ирттернӗ. Анчах чӳречесем ҫинче халӗ те кантӑк ҫук, стенасем ҫурӑлнӑ.
Ҫуртра канализаци пӑрӑхӗсене, электропралука улӑштарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн ҫурт никӗсӗ патӗнче шӑтӑксем пулнӑ, стенасем ҫурӑлнӑ. Шӑтӑка кӑштах хупланӑ-ха, анчах шыв пур-пӗрех юхать.
Ку ҫитменлӗхсене ҫурт-йӗр инспекцийӗ те ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май управляющи компанине предписани ҫырнӑ.
Рабочисем путвалта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ чухне светильниксене туртса кӑларнӑ, ҫавна май мачча ҫинче шӑтӑксем юлнӑ. Сварщиксем сывлама ҫукран кантӑксене ҫӗмӗрнӗ. Авӑн-пуш уйӑхӗсенче ҫынсем ҫаплах пурӑннӑ, урам ӑшӑтнӑ. Вӗсем пирки маннӑ тейӗн.
Управляющи компанийӗ ҫак ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермелле. Ҫынсем ку ӗҫе сивӗ ҫанталӑк пуҫланиччен вӗҫлессе шанаҫҫӗ.