Иртнӗ эрнере Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмне 29 ҫулти хӗр пынӑ. Ӑна ултавҫӑҫем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Хайхискер полицейскисене йӳнӗ путевка туянас тесе вӑл тата унӑн икӗ пӗлӗшӗ укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлни пирки каласа кӑтартнӑ.
Вӗсем хӑйне Раҫҫейӗн Испанири посольствин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ арҫынпа калаҫнӑ. Лешӗ укҫа куҫармалли счета пӗлтернӗ. Шупашкар ҫыннисем йӳнӗ путевкӑна ҫухатас темен — ултавҫа 33 пин те 700 тенкӗ куҫарса панӑ.
Йӳни йӳнеҫтерет. Ҫакна кайран ҫеҫ ӑнланнӑ вӗсем. Ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнкарсан хайхискерсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисем тимлӗхе ҫухатмалла маррине пӗлтереҫҫӗ. Палламан ҫынсене укҫа куҫарса памалла марри ҫинчен тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.