Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑвайсен те культурӑпа кану центрӗ уҫӑлчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 25.12.2010 16:51 | 2428 хут пӑхнӑ

«ЧР ялӗсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе Тӑвай енре чылай ӗҫ туса ирттернӗ. 26 культура ҫуртӗнчен 19-шне газпа хутса ӑшӑтаҫҫӗ. Икӗ ҫул хушшинче Тӑрмӑш, Енӗш Нӑрваш, Тушкил, Йӑнтӑрчӑ, Ҫӑлпуҫ, Чӳкҫырми, Улянкӑ, Кармал, Тӑвай ялӗсенчи культура учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Районта чи малтан, 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Пуянкассинче модернизациленӗ учреждени ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмелли программӑпа килӗшӳллӗн Тӑвайри культурӑпа кану центрне республика бюджечӗн шучӗпе 600 пин тенкӗлӗх концерт костюмӗсем тата тӗрлӗ оборудованисем уйӑрнӑ. Район центрӗнчи культура учрежденийӗнче халь сасӑ вӑйлатакан, сцена ҫине ҫутӑ парса тӑракан тата ытти оборудованисем, компьютерсем, телевизор, микрофонсем ҫӗннисем. Артистсен тумӗсем те еплерех илӗртӳллӗ. Хӑйсем тунӑ укҫа-тенкӗпе те чылай ҫӗнетнӗ ҫурта тӑвайсем. Иккӗмӗш хутра та улшӑнусем пулнӑ. Хыҫалти алӑксене ҫӗннисемпе улӑштарнӑ, умӗнчи виҫӗ юпана пластик материалпа сӑрса илемлетнӗ. Сценӑна пӑхса ытармалла мар, тӗрлӗ тӗслӗ чаршавӗсенчен куҫ илес килмест, фойери чӳречесем те карӑсемпе халь. Ҫапла вара тӑвайсем ҫынсен канӑвне ҫӳллӗ шайра йӗркелессишӗн ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ.

Иртнӗ ытларикун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, вара «Тӑвай районӗнчи культурӑпа кану центрӗ» базӑллӑ учрежденине уҫрӗҫ.

Фойере районти алӗҫ ӑстисен выставкине йӗркеленӗ. Тӑвай енре ӳкерекенсем, макет тӑвакансем, тӗрлекенсем, ҫыхакансем, ҫӗлекенсем нумай иккен. Е.Фомина, Н.Петрова, В.Стифонов, В.Моисеев, Н. Иванова, В.Терентьева, Г.Маковей, И.Галкина хӑйсен ӑсталӑхӗпе чӑннипех мухтанма пултараҫҫӗ.

Шупашкарти халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн директорне В.Бондарева ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ тӑвайсем. Уяв программине Т.Николаева ертсе пычӗ. Район центрӗнчи культура ҫурчӗ ҫулсем иртнӗ май еплерех ҫӗнелсе пынине, коллектив пултарулӑхне сӑнлакан кадрсемпе малтан паллашма май пулчӗ.

Унтан район администрацийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ В.Ильин сӑмах илчӗ. Валерий Иванович Тӑвай енри культура ҫурчӗсенчи юсав ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. «Клубсен материалпа техника базине ҫирӗплетесси 2011 ҫулта та малалла тӑсӑлӗ. Районта культура татах аталанӗ, ку ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе, технологисемпе усӑ курма пуҫлӗҫ. Ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн культура вучахӗсем, кану центрӗсем пулса тӑрӗҫ клубсем», — терӗ вӑл юлашкинчен.

Шупашкарти халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн директорӗ В.Бондарев ҫӳлерех асӑннӑ Хушӑва пурнӑҫлассипе республикӑра мӗнле ӗҫленипе кӗскен паллаштарчӗ, Тӑвайри культурӑпа кану центрӗн директорне Н. Иванована свидетельство пачӗ. Район администрацийӗн социаллӑ аталану, культурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Г.Масленников базӑллӑ культура учрежденийӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесе ырӑ сунчӗ, республикӑри культура министерствине, халӑх пултарулӑхӗн ҫуртне тӑвайсене пулӑшнӑшӑн тав турӗ.

Унтан концерт пуҫланчӗ. Ветерансен хорӗ, «Ҫӑлкуҫ» ансамбль, Тӑвайри музыка шкулӗн вӗренекенӗсем, культурӑпа кану центрӗнче, вулавӑшра ӗҫлекенсем, Ҫӗнӗ Пуянкассинчи культура ҫуртне юрлама-ташлама ҫӳрекенсем пӗр сехет ытла хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. «Концерт курма аякка каймалла та мар пирӗн. Хамӑрӑн артистсемех хуларинчен ирттереҫҫӗ», — тесе мухтарӗҫ пухӑннисем.

 

Сӑнсем

#Ҫӑлпуҫ, #Чӳкҫырми, #Йӑнтӑрчӑ, #Тушкил, #Енӗш Нӑрваш, #Тӑрмӑш, #Тӑвай, #Тӑвай районӗ, #культура ҫурчӗсем, #культура, #Улянкӑ, #Кармал, #Ҫӗнӗ Пуянкасси

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=917725
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем