Нумай пулмасть кӳршӗре, Тутарстан Президенчӗ ҫумӗнчи предпринимательсемпе ӗҫлекен Канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ытти ыйтусемпе пӗрлех тислӗк таврашне пухассипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ саккуна та сӳтсе явнӑ. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк тытнӑ хыҫҫӑн пухӑнакан тислӗке лицензи илсен кӑна упрама юрать. Йӗркене пӑхӑнмасан штраф лекме пултарать, пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ.
Кунашкал йывӑрлӑх пирки пӗлсен Тутарстан Президенчӗ питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ: «Пирӗн ҫӗршывра мӗнле кӑна ухмахла йӗркесем йышӑннишӗн эпӗ чӑннипе те тӗлӗнетӗп. Эпӗ ӑнланатӑп, пысӑк комплекссем пур, вӗсен тӗлӗшпе экологи ыйтӑвӗсем пур, тӗрлӗ требованисем пур. Анчах та выльӑх-чӗрлӗх фермисем те пур-ҫке — унти тислӗк каяш мар, вӑл ӳсентӑрана ӳстерме пулӑшакан продукт. Ку ухмахла япала, ку саккуна кам шутласа кӑларнӑ? Мӗнле каяш пултӑр вӑл? Им-ҫам-ҫке вӑл! Е фермӑна апла-тӑк им-ҫам хатӗрлекен хапрӑк теме пуҫламалла. Тислӗкпе эпир хамӑрӑн тӑпран тухӑҫлӑхне ӳстерме усӑ куратпӑр. Ман шухӑшпа лицензилесси пысӑк комплекссемшӗн кӑна пулмалла».
Юлашкинчен Рустам Минниханов ҫапла сӑмах хушнӑ: «Эпир пурте ялта ӳссе ҫитӗннӗ. Юлашки килограммӗ таранах тислӗкпе пахчана имҫамлатпӑр». Экологсене вара Президент ытларах фермӑри тислӗк куписене мар, тӗрлӗ ҫуп-ҫап куписене тӗрӗслеме сӗннӗ.
Тутарстанри предпринимательсен Канашӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ саккун 800 ытла хуҫалӑха пырса тивет. Хальхи вӑхӑта нихӑшӗ те выльӑх-чӗрлӗхпе чӑх-чӗп каяшӗпе ӗҫлемелли лицензи илеймен. Унӑн хакӗ те пӗчӗк мар — 100 пинрен пуҫласа 1 миллион ҫурӑ таран. Пысӑк ял хуҫалӑх комплексӗсем валли вара тислӗк упрамалли вырӑна хатӗрлеме 400 пинрен пуҫласа 20 миллион тенкӗ таран укҫа кирлӗ пулӗ. Ку чылайӑшне укҫа-тенкӗсӗр хӑварма пултарӗ.