Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Вускасси — аваллӑхран пуласлӑха

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Akram 08.08.2016 23:05 | 2110 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи сӗм аваллӑхран хӑйӗн историне тӑсакан ялсенчен пӗри — Вускасси — хӑйӗн уявне юрӑ-кӗвӗпе, хӑнасемпе ял-йыша апат ҫимӗҫпе сӑйласа паллӑ турӗ. Ҫак уяв тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерет. Вӑл инҫетре пурӑнакан юлташсемпе, пӗлӗшсемпе тата тӑвансемпе тӗл пулмалли чи лайӑх сӑлтав.

Вускасси ялӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата хирург Кузьма Пайраш, филолог Горшков А.Е. ҫуралнӑ.

Кӑҫалхи уява Вускасси ялӗ «Лунтик» ятлӑ ача картишӗ уҫрӗ. Шанатпӑр, ҫитес уяв валли ҫак картишре, халлӗхе пӗчӗк Вускасси пуласлӑхӗ валли, вылямалли хатӗр лӑк тулли пулӗ.

Ача картишне уҫнӑ хыҫҫӑн сӑмаха ял старости Клопов А.В. сӑмах илчӗ, ялта тирпей-илем кӗртессипе мӗнле ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Вускассисене Муркаш администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ананьев В.К. саламларӗ, Ярапайкасси пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Чернова А.В. уявпа саламланисӗр пуҫне тивӗҫлисене Тав хучӗсемпе чысларӗ. Кӳршӗ Яраккасси ялӗнче пурӑнакан Е.Е. Ерагин таврапӗлӳҫӗ тата халӑх академикӗ Вускасси ял историне аса илсе ял уявне йӗркелекен Сыпайкасси культура ҫурчӗн ертӳҫине Боголюбова Н.А. яла аталантарса пынӑшӑн Чӑваш халӑх академийӗн медалӗпе чысларӗ.

Вускасси ял уявне Сыпайкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ташӑ ушкӑнӗ, Шурча культура ҫурчӗн эстрада тата Яраккасси культура ҫурчӗн пултаруллӑх коллективӗсем юрӑ ташӑпа илем кӗртрӗҫ.

#Вускасси, #ял уявӗсем, #уявсем, #культура, #Муркаш районӗ, #Сыпайкасси, #Шурча, #Яраккасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем