Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Экономика министерствин ӗҫченӗсем Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурипе, Россельхознадзорпа, Роспотребнадзорпа пӗрле пасарти усламҫӑсене тӗрӗсленӗ.
Специалистсем Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ косплексне ҫитнӗ. Вӗсем хаксене тӗрӗсленӗ. Сентресем ҫинче санкци таварӗсем пуррипе ҫуккине те сӑнанӑ.
Пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла хакӗсем Чӑвашстат палӑртнӑ вӑтам хаксенчен пысӑк мар пулнӑ. Ҫӗрулмине – 12 тенкӗпе, сухана – 16 тенкӗпе, купӑстана 16-20, кишӗре 17-20, хӗрлӗ кӑшмана – 13, хӑяра – 20-25, помидора – 25-30, пылак пӑрӑҫа 25-30 тенкӗпе сутнӑ.
Раҫҫее кӳрсе килме юраман таварсене сутнине тупса палӑртнӑ. Пӗр усламҫӑ Турцирен илсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнӑ. Польшӑран кӳрсе килнӗ панулми те сентре ҫинче выртнӑ. Халӗ ҫав усламҫӑсен тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.