Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Нумай ачаллӑ ҫемьене хваттер пама шантарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.07.2016 14:35 | 1068 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев пилӗк ҫынпа куҫа куҫӑн калаҫнӑ.

Михаил Васильевич патне пилӗк ачана воспитани парать. Вӗсен 2008 ҫулта ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫемьене вӑхӑтлӑх путвалта пурӑнма сӗннӗ. Унта — йӗкехӳресем. Юлашки пилӗк ҫулта Татьяна тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ, анчах ниепле те ҫурт илеймеҫҫӗ вӗсем. Вӑл республика Элтеперне шанса килнӗ. Ҫемье ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӗтес тивӗҫессине пӗлтернӗ Михаил Игнатьев. Анчах унӑн подрядчик патне ыйту пур: вӑл документаци тӗлӗшпе ыйтусене мӗнле татса парӗ? Унсӑрӑн хваттер уҫҫине памӗҫ.

Йышӑнура Михаил Игнатьев видео урлӑ та ыйтусене итленӗ. Малашне халӑх чиновниксемпе килтен тухмасӑр ҫыхӑнма пултарӗ.

Улатӑрта пурӑнакан Сергей Здюмаев Элтеперпе ҫыхӑнӑва тухнӑ. Сусӑрскер Шупашкара сипленме темиҫе ҫул ҫӳрет. Ҫул ҫине пӗр уйӑхра кӑна 13 пин тенкӗ тухса каять. Вӑл 11–12 пин тенкӗ пенси илет. Ҫав укҫа вара ҫул ҫине кӑна тӑкакланать. Ӑна никам та саплаштармасть. Михаил Игнатьев ӑна билетсене упрама ыйтнӑ. Малашне ку тӑкака саплаштарӗҫ.

Ҫынсем Михаил Игнатьевран ҫул, пульница пирки те ыйтнӑ. Пӗр ыйтӑва та хуравламасӑр хӑвармӗҫ.

#Шупашкар, #сусӑрсем, #Улатӑр, #ҫурт-йӗр, #ҫул-йӗр, #пулӑшу, #Элтепер

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13403
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем