Самар облаҫӗнче чӑвашсем сахал мар пурӑнаҫҫӗ. Ялӗсем те унта ҫук мар. Шикун районӗнчи Питреккел ялӗ те чӑвашсен шутланать, ӑна 1683 ҫулсенче чӑвашсем никӗсленӗ. Паянхи кун тӗлне ҫак чӑваш ялӗнче чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхине упраса хӑварнӑ-и? Шӑп ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлес тесе унта «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн пайташӗ, хӑйӗн валли Юман чӑваш ятне илнӗ хастар ҫитнӗ.
Юманпа пӗрле кунта чӑваш ӳнер ӑстисем те ҫитнӗ. Вӗсем вырӑнти тавралӑха сӑнарласа кӑтартасшӑн.
«Ирӗклӗх» пайташӗ ялти чӑваш чӗлхин шайне тӗрӗслет, унӑн лару-тӑрӑвӗ пирки социаллӑ ыйтӑм ирттерет. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх ялти нумай ҫын чӑвашла пӗлет-ха, ҫавах ытларах пайӗпе вӗсем — аслӑ ҫултисем. 30–40 ҫула ҫитнисене илсен те чылайӑшӗ чӑвашла пӗлмест иккен. Вӗсем ачисем вара пач та пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашла пӗлекен пӗр ача та тупайман Юман.
Каласа хӑварас пулать, Юман ку тӗпчеве хӑйӗн ирӗкӗпе ирттерет. Хӑй вӑл ҫав енчисем те мар, Шупашкарта ҫуралнӑскер.