Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кукашни культура ҫуртне 460 пин тенкӗ ытла парнеленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.07.2016 21:55 | 1732 хут пӑхнӑ
Культура

Нумаях пулмасть, пӗрлехи информаци кунӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ял тӑрӑхӗнче министерство ӗҫченӗсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх халӑхпа курнӑҫнӑ.

ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев Кукашние пушӑ алӑпа килмен. Вӑл кунти культура ҫуртне 460 пин те 260 тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Ку укҫапа культура тытӑмне аталантарӗҫ.

Ку укҫапа Кукашни клубӗ валли ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ. Константин Геннадьевич правительство культура тытӑмне тимлӗх нумай уйӑрнине ҫирӗплетнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан кинозал туянмашкӑн 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ ултӑ район йышне те кӗнӗ. Ҫитес вӑхӑтра Шуршӑлти А.Николаевӑн асӑну комплексне ҫӗнетӗҫ. Унта ҫӗнӗ курав залӗсем уҫӑлӗҫ.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #укҫа-тенкӗ, #культура, #Кукашни, #Шуршӑл, #Кукашни ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем