Чӑваш Енре туристсем валли кӑтартмӑшсем лартасси пирки унчченех калаҫнӑччӗ. Ҫакна Чӑваш Ен правительстви хушнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Халӗ вӗсене вырнаҫтарас ӗҫ кал-кал пырать.
Республикӑра туристсем валли пӗрремӗш кӑтартмӑш вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Вӑл Европӑри евӗрех: дизайнӗ те, тӗсӗ те.
Пӗрремӗш кӑтартмӑша Сӗнтӗрвӑрри районӗнче А.Г.Николаев космонавт асӑну комплексне кайнӑ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ. Кӑтартмӑш туристсене унта пӗр чӑрмавсӑрах ҫитме май парать.
Ытти кӑтартмӑша та кӗҫех вырнаҫтарӗҫ.