Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Александр Никонорович Алимасов куравӗ уҫӑлать. Ӑна пултаруллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.
Курав раштавӑн 17-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланать.
Ӳнер музейӗн адресӗ: Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 60 ҫурт.
Алимасов Александр Никонорович — чӑваш ӳнерҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1935 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1995). Шупашкарти ӳнер училищине (1964 ҫулта), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. Телевиденире ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче, ӳнер училищинче вӗрентнӗ. Чӑваш Республикин Мускаври елчӗлӗхӗ ыйтнипе Александр Никонорович чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисен сӑнӗсене (Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, И.Я. Яковлев, П. Хусанкай, П.Е. Егоров тата ыт.те) ӳкерсе панӑ, вӗсем халӗ унта упранаҫҫӗ.