Мускавра пурӑнакан 81 ҫулти кинемей полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсене аллине ҫакланнӑ-мӗн.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ӑна килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер хӑйӗнпе тухтӑр тесе паллаштарнӑ. Арҫын ватӑскерӗн анализӗсем япӑх пулнине, унӑн чир аталанма пултарнине пӗлтернӗ. Унӑн сӑмахӗпе, кинемей кӗҫех вилет-мӗн.
«Тухтӑр» сиплев валли 210 пин тенкӗ тӑракан эмел илмеллине каланӑ. Укҫана счет ҫине куҫарсан курьер илсе килессине пӗлтернӗ.
Ватӑскер вилесрен хӑраса ӳкнӗ, арҫын каланӑ пек йӑлтах тунӑ. Анчах нимӗнле курьер та килмен. Вара тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ.
Полицейскисем ултавҫа тупнӑ. Вӑл – Чӑваш Енрен. 35 ҫулти арҫын суд сакки ҫине унччен те ларнӑ-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.