Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: «Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрне пӗтӗмлетрӗмӗр

Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Сутатӑп Аш е пулӑ тӗтӗмлемелли хатӗр сутатӑп. Тутӑхман тимӗртен тунӑ. Ҫӳллӗшӗ — 45 см., ...
Аçтахар Плотников 01.07.2016 09:00 | 501 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

«Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑртӑва йӗркелӳҫӗсем йышӑннӑ тӑрӑх тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пӗтӗмлетме шут тытрӑмӑр. Конкурс вӑхӑтне пурӗ 3 пая пайлас терӗмӗр — вӗсем уйӑх тӑршшӗ пырӗҫ. Ҫавна май ӗнер, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче, пӗрремӗш тапхӑрӑн ӗҫне пӗтӗмлетрӗмӗр те.

506 пуплевӗш (предложени) куҫарса малти вырӑна Марина ятлӑ хутшӑнакан тухрӗ. Вӑл пурӗ 6041 сӑмах куҫарма ӗлкӗрчӗ. Каласа хӑварас пулать — Марина конкурс пуҫланнӑранах ӗҫлерӗ. Иккӗмӗш вырӑна civhim2 тухрӗ. Вӑл пурӗ 5308 сӑмахран тӑракан 583 пуплевӗш куҫарчӗ. Вырӑнсене палӑртнӑ чухне эпир сӑмахсен шутне илнӗ май вӑл чи малти вырӑна лекеймерӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн хӗрӳ тупӑшу пычӗ — пӗрремӗш тапхӑр вӗҫленсе пынӑ май Мария тата snik ятлӑ хутшӑнакансем ӑмӑртса куҫарчӗҫ. Пӗтӗмлетӳ вӑхӑчӗ ҫитнӗ ҫӗре вара мала ҫав-ҫавах Мария тухрӗ. Унӑн 3992 сӑмах пулчӗ, snik-ӑн вара — 3916 ҫеҫ.

Ҫапла май Маринӑна 1500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр, civhim2-не — 1000 тенкӗпе, Марийӑна — 500 тенкӗпе. Уйрӑмах хастар ӗҫленӗ хӑш-пӗр хутшӑнакансене те кӑштах хавхалантарас тетпӗр — 100 е ытларах пуплевӗш куҫарнисене 100-шер тенкӗпе хавхалантарӑпӑр. Ку вӑл: snik (521), Viktor (332), Галина (275), Алина (247), Надя (125), Любовь (123), Маргарита (113).

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ пуҫланнӑ вӑхӑтра конкурс статистикине эпир пушатрӑмар (вырӑсла каласан, «обнулить» турӑмар). Анчах 100 пуплевӗш куҫарса ҫитерейменнисенне хӑвартӑмӑр — вӗсемшӗн стимул пултӑр тесе. Ҫапла май кашни хутшӑнаканӑн утӑ уйӑхӗнче малти вырӑна йышӑнма май пур. Ӑмӑрту пирки малтан пӗлнисен те, каярах пӗлнисен те. Тӑрӑшса ӗҫлесен малти вырӑна ним мар йышӑнма пулать. Условисем малтанхи пекех: малти 3 вырӑншӑн 1500, 1000 тата 500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр; 100 ытла пуплевӗш куҫарсен — 100 тенкӗпе.

Хавхалану пирки калаҫнӑ май сертификатсемпе хисеп хучӗсем пирки кӑштах сӑмах хушар. Сертификат илме 50 пуплевӗш куҫармалла. Кунта ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 31-мӗшӗ хушшинчи вӑхӑт кӗрет. Тепӗр май каласан конкурсӑн вӑхӑчӗ. Конкурс статистикине пушатнӑ тесе ан хуйхӑрӑр — хуратиччен эпир ӑна хамӑра валли сыхласа хӑвартӑмӑр. Хисеп хучӗсене пӗр-пӗр тапхӑрта мала тухнисене парӑпӑр. Унта хӑш тапхӑрта миҫемӗш вырӑн йышӑннине палӑртӑпӑр.

Хыпара вӗҫленӗ май кӑштах кулӑш — хутшӑнакансем куҫарнӑ тӗслӗхсем:

Победителей поощряем Почетными гранатами, деньгами (Мала тухнисене Хисеп хучӗ, укҫа парса хавхалантараҫҫӗ);

• На подсохших участках высевают зерновые, бабовые, овощные культуры, сажают картофель (Типнӗ лаптӑксене пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, пахча-ҫимӗҫ акаҫҫӗ, ҫӗрулми лартаҫҫӗ);

Потомство это может привести к большой беде (Мӗншӗн тесен вӑл пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать).

Паллах, ку йӑнӑшсене юсаса кӗртсе.

Туссем, юлташсем! Сире пурне те ҫак ӑмӑртӑва хутшӑнма йыхравлатпӑр! Унӑн тӗп тӗллевӗ — вырӑсла-чӑвашла хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмач валли база пухасси. Тӗслӗхрен, Yandex ыйтнӑ тӑрӑх, вӗсене сахалран та пӗр 200 пин куҫарнӑ пуплевӗш кирлӗ. Хальлӗхе пирӗн пухмачра 6 пин кӑна пур-ха. Пурне те пӗрремӗш вырӑнсем лекмесен те сирӗн ят чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ пысӑк ӗҫре упранса юлӗ.

Хаклӑ чӑвашсем. Енчен те сирӗн куҫару енчен ӑсталӑх ҫук пулсан эсир конкурсӑн приз фондне тултарма пултаратӑр. Пирӗн спонсорсен пухмачне хальхи вӑхӑтра 5850 тенкӗ ҫеҫ пуҫтарнӑ. Тӑкаклама вара эпир 8230 тенкӗ таран пӗтернӗ (кунта ку конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗн тӑкакне хальлӗхе шута илмен-ха). Спонсорсен пухмачне тултарма май тупсан ӑмӑртӑва хутшӑнакансене эпир ытларах пулӑшма пултарӑттӑмӑр.

#конкурссем, #Чӑваш тӑлмачӗ, #ӑмӑртусем, #чӑваш чӗлхи, #пулӑшу

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (28.03.2017)

12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
14:20
 
Ĕçне кура-хисепĕ (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:20
 
Ачалăх урхамахĕ (6+)
15:40
 
На страже закона (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Янра, юрă! (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Юрă вăчăри (12+)
17:20
 
Тĕплĕ калаçу (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Туслăх. Дуслык.Дружба (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Асăмри юрăсем (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org