Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта «Каскад» суту-илӳ комплексӗнче раритет йӑла техникин куравӗ уҫӑлать.
Курава килекенсем телевизор техникин аталанӑвӗпе паллашма пултарӗҫ. Унта пӳлӗмри пӗрремӗш антеннӑсем те, мультифункциллӗ ТВ-приставкӑсем те пур.
Кунашкал проект пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче Екатеринбург хулинче старт илнӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа пурнӑҫланӑ. Пӗрремӗшӗнче раритет техникӑна пуҫтарнӑ, экспозици хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ ҫӗре кирек кам та хутшӑнма пултарнӑ. Ҫынсем Совет Союзӗнчи, ют ҫӗршывра пуҫтарнӑ кивӗ телевизорсене йӑтса пынӑ. Ҫапла 20 ытла телевизор пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче хура-шурӑ кӑтаратакан КВН-49 телевизор та пур. Вӑл СССРта анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ.
Курав уҫӑлнӑ кун ҫынсемпе викторинӑсем, конкурссем ирттерӗҫ. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Курав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗ.