Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӑсчахсем ӗҫтешне манмаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геннадий Дегтярёв 25.11.2010 00:41 | 2986 хут пӑхнӑ
Конференцие хутшӑннисем
Конференцие хутшӑннисем

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗнче пултаруллӑ чӗлхеҫе, ӑста педагога тата халӑх ӗҫӗн хастарне, ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Василий Алексеевич Андреева (1960–2002) халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ. Конференци ӗҫне университет, педуниверситет, гуманитари институчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ, Канаш район администрацийӗ, «Ӳсӗмлӗх чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицей хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче В.Г. Родионов, В.А. Абрамов, А.П. Хусанкай, Л.П. Петров тата ыттисем пулчӗҫ.

В.А. Андреев доцент хӑй вӑхӑтӗнче университетра чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркелеме явӑҫнӑ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г.И. Воронцовӑн ҫумӗ пулнӑ. Л.П. Куракова ректора суйласан унӑн пулӑшуҫи ӗҫӗсене туса пынӑ (1991-1993). Пӗр вӑхӑт Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ (А.П. Хусанкай ҫумӗ) тата Тӗрӗк халӑхӗсен ассамблейин президиум пайташӗ пулса тӑрӑшнӑ, Стамбул университетӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. 50 ытла тӗпчев тата вӗренӳ ӗҫӗ ҫырса хӑварнӑ, чӑваш чӗлхин ҫӗнӗ йышши грамматикине хатӗрлеме пуҫланӑ.

Конференцие пухӑннисем «Василий Андреев чӗлхеҫӗ» кӗнекепе интересленсе паллашрӗҫ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетпа пӗрле хатӗрленӗ.

В.А. Андреев ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ ӑслӑлӑх форумӗ Шуркасси шкулӗнче вӗренекенсен концерчӗпе вӗҫленчӗ.

 

Конференцири сӑнӳкерчӗксем

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Канаш районӗ, #ЧПГӐИ, #конференцисем, #Шуркасси, #Чӑваш патшалӑх университечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем