Хресчене маларах консервативлӑ тесе ӳпкелеме пӑхатчӗҫ те, халӗ апла калаймӑн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи агрофирма гендиректорӗ тата Куславкка районӗнчи пӗр фермер хӑйсен хуҫалӑхӗсене шӑвармалли хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме шут тытнӑ. Анчах... хут ҫинче.
Хут чӑтать теҫҫӗ те, ҫырмаллине ҫырса тултарнӑ. Ҫавна-ҫавна туянтӑмӑр тесе республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине ярса панӑ. Суя хучӗсене хатӗрлеме вӗсен паллаканӗ те (маларах вӑл мелиораци оборудованипе тивӗҫтерекен организацин официаллӑ мар пайташӗнче тӑрӑшнӑ) пулӑшнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2014 ҫулхи раштавччен ҫапла хӑтланнӑ. Хӑш-пӗр оборудовани хакне пысӑклатса кӑтартнӑ, хӑшне туянман та. Анчах республика хыснинчен 22,5 миллион тенкӗ субсиди шӑкӑрт кӑна килсе выртнӑ. Халӗ ултавҫӑсен ӗҫне суда ярса панӑ.