Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Германие Хусантан самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.06.2016 19:11 | 1465 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Хусантан Германири Франкфурт хулине самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Европӑри ҫӗршыва ҫитсе курас текенсен 25 пин тенкӗрен кая мар хатӗрлесе хумалла. Ку вӑл — кайма-килме ҫул укҫи. Бизнес-класс суйлакансене 60 пин тенкӗрен кая мар кирлӗ.

Германие Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Тутарстанран эрнере икӗ хут, тунтикунпа эрнекун, ҫула тухма май килӗ.

SU 2704 рейс Хусантан 9 сехет те 45 минутра ҫула тухмалла та Франкфуртра 13 сехет те 5 минутра анса лармалла. Унтан каялла килекен SU 2705 рейс 14 сехет те 20 минутра хускалӗ, Хусана 19 сехет те 20 минутра ҫитӗ. Вӑхӑтне вырӑнтипе кӑтартнӑ.

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫынтан кая мар пуҫтарӑнса ҫула тухакансене аэрофлот билетсене 10 процент таран йӳнетсе сутма хирӗҫ мар.

#кӳршӗре, #Транспорт министерстви, #самолетсем, #Франкфурт, #транспорт, #Хусан, #Германи, #ҫыхӑну

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем