Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чи вулакан кӗнекесене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 29.05.2016 18:41 | 1257 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015гг.» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Вунӑ ҫул ытла ирттерекен ӑмӑртура чи вулакан кӗнеке ята тивӗҫессишӗн чӑвашла тата вырӑсла 337 хайлав ӑнтӑлнӑ. Наци вулавӑшӗн йӗркелӳ комитетне 20 районпа 4 хулари вулавӑшсем 110 ӗҫ тӑратнӑ. Чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнекесене палӑртма 83 пин те 22 сасӑ пухнине ӗнентереҫҫӗ. Ӗҫсене филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев ертсе пыракан тӳресен ушкӑнӗ хакланӑ.

Чӑвашла прозӑлла хайлавсенчен чи вулакан кӗнеке ята Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» (2014 ҫулпа) та Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» (2015 ҫулпа) тивӗҫнӗ. «Хальхи вӑхӑтри проза» номинацире 2015 ҫулта Станислав Отрывановӑн «Чужие на своей земле» ҫӗнтернӗ.

Поэзи жанрлиссенчен Валентина Тараватӑн «Распахнутое сердце» (2014 ҫ.) тата Лидия Филиппован «Пульсация — Чун таппи» ҫӗнтернӗ.

«Ачалӑх асамачӗ» номинацире Светлана Гордееван «Корзинка с грибами = Карҫинккари кӑмпасем» (2014 ҫ.) тата Лев Кадкинӑн «Воробьиный юг — Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» (2015 ҫ.) вырӑсла кӑларнӑ ача-пӑча кӗнекисем мала тухнӑ. Пӗчӗккисем валли ҫырнӑ чӑвашла кӗнекесенчен Александр Миллин «Мухтанчӑк» (2014 ҫ.), Елена Нарпин «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» (2015 ҫ.) чи вулаканнисен йышне лекнӗ.

#Наци вулавӑшӗ, #конкурссем, #кӗнекесем, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем