Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Эсӗ манӑн тӗлӗке килетӗн…» куравра Православи тухтарӗсен обществин медсестрисемпе ыркӑмӑллӑх сестрисем Афган вӑрҫинче пулнӑ медсестрасемпе тӗл пулнӑ. Ӑшшӑн калаҫса ларнӑ, экскурси ирттернӗ.
1980 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 10 хӗрарӑма Афганистана аманнисене сиплеме янӑ. Наталия Максимовӑпа Тамара Петрова Афганистанра 1981 ҫулхи юпа уйӑхӗччен пулнӑ. Вӗсем палатӑсенче пурӑннӑ. Госпитальте палаткӑра пулнӑ. Условисем пулман. Медиксем салтаксене леш тӗнчерен кӑларнӑ тесен те йӑнӑш мар.
Пирвайхи ҫулсенче медиксене питӗ йывӑр килнӗ. Тухтӑрсем ҫитмен, таса шыв та пулман. Совет Союзӗнче тахҫанах маннӑ инфекцисем ҫеҫ ӗрченӗ. Кун пирки пухӑннисене Наталия Максимова, Тамара Петрова, Светлана Егорова, Елена Алексеева каласа кӑтартнӑ.