Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пушар тухни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку инкек пирки ҫӗнӗ хыпарсем пур.
Пушарта вилнӗ хӗрарӑм, тӑватӑ ача амӑшӗ, пиллӗкмӗшне кӗтнӗ. Унӑн икӗ аппӑшӗ пур, анчах вӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫемьене пытарас ӗҫе хутшӑнман. Пӗри унччен аллине хуҫнӑ-мӗн. Тепри вилесене Шупашкара илсе килнӗшӗн расхутланӑ укҫа-тенке саплаштарнӑ.
Ҫемьене Элӗк районӗнче пытарасшӑн пулнӑ. Анчах хӗрарӑмӑн прописки Шупашкарта пулнӑран документсем тӗлӗшӗнчен пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ.
Вӗсене Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Расхутсене Мускав районӗн администрацийӗ саплаштарнӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лару-тӑрӑва следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ.