Шупашкарти чиновниксем пассажирсене илсе ҫӳрекен тытӑма ҫӗнетес ыйту тавра калаҫаҫҫӗ. Ку хулари маршруткӑсене пырса тивӗ.
Хула урамӗпе кунсерен 200 троллейбус тата 500 ытла автобуспа микроавтобус ҫӳрет. Чиновниксем халӗ микроавтобуссем пирки ыйту хускатнӑ.
ЧР Общество палатин председателӗ Алексей Судленков, сӑмахаран, маршруткӑсем Кӳкеҫе мӗншӗн Коопераци институчӗ патӗнчен ҫӳренине ӑнланмасть. Мӗншӗн хула урлӑ каймалла вӗсен?
Малашне микроавтобуссене пысӑкраххисем ҫине улӑштарасшӑн. Хусанти, Чулхулари тӗслӗхе шута илесшӗн вӗсем. Маршруткӑсене те хӑварасшӑн, тӗппипех пӗтересшӗн мар.
Ҫавӑн пекех хулара экологи тӗлӗшӗнчен таса тата йӳнӗ троллейбуссен тытӑмне аталантарасшӑн. Чиновниксем плана ҫынсен шухӑшне шута илсе хатӗрлесшӗн.