Кӗрекере туй кӗрленӗ чухне йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ те савӑнӑҫа пӑснӑ. Туй шилӗкӗ айӗнче ларакан 14-ри хӗр куляннипе йӗмех тытӑннӑ, унӑн пулас упӑшки те, 13 ҫулти каччӑ, пӑшӑрханса ӳкнӗ.
Ку пӑтӑрмах кинори пек туйӑнсан та, апла мар. Чӑн пурнӑҫранах. Туйӗ Алькешра пынӑ. Ҫухалнӑ хӗр пӗрчине шыраса (ун пирки ачан кукамӑшӗ кирлӗ ҫӗре пӗлтернӗ) ҫав вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ. Хӗрӗ Кострома облаҫӗнчен пулнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, каччӑпа халӑх тетелӗсенчен пӗринче паллашнӑ та юратса пӑрахнипе рейс автобусӗ ҫине ларса Чулхулана ҫитнӗ. Унтан ҫӑмӑл урапапа — Шупашкара. Каччӑ енчисем, вӗсем чикансем, каланӑ тӑрӑх, пулас кинӗн тӑванӗсене туя килме тесе укҫа та ярса панӑ имӗш.
Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем те халӗ ӗҫлеҫҫӗ, опекӑпа попечительство органӗ те, ахӑртнех, кӑсӑкланӗ. 14-ри хӗр амӑшне амӑш правинчен хӑтарнӑскер пулнӑ. Каччӑ енчисем хӗре хӑйсем усрава илме хатӗррине пӗлтернӗ иккен.