Вырсарникун, юпан 24-мӗшӗнче, Шупашкарти кӳлмек хӗрринче ларакан «Кивӗ тӳрем» («Старая площадь») кафере Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртса савӑнӑҫлӑ каҫ ирттерчӗҫ.
Пухӑва Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен ассамблейин председателӗ Н. Лукианов, ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗш элтепӗрӗ О. Цыпленков, ЧНК представителӗ В.Абрамов, ЧНК ваттисен канашӗн ертӳҫи А. Кипеч, тӗнчере паллӑ ӳнерҫӗ Праски Витти, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн представителӗсем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи тата чикӗ леш енчи хӑнасем те пухӑва пынӑччӗ.
Мероприятие пухӑннисем иртнине аса илчӗҫ — республика суверинитечӗн пӗрремӗш утӑмӗсене, малтанхи ҫулӗсенчи лару-тӑрӑва. Хальхи вӑхӑтра пулса иртекен пулӑмсене те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ. Калаҫусем хыҫҫӑн «Шуҫӑм» ансамбль пуҫтарӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ — юрӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ те.
Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине 20 ҫул каялла, 1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗ йышӑннӑ.
Аксар Чунтупай // 4250.35.6759
2010.10.26 19:25 | |
Йăнăш пур: Деклараци темелле! Пĕрремĕш абзацри текста йĕркелесе çитермен. | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2010.10.26 20:31 | |
Юсарăм. Пĕрремĕш абзацне çырнă чухне декларацин ятне пĕлместĕмччĕ — «кайран, ыйтса пĕлсен, кĕртсе лартап» тесе çырса кайрăм та, пĕлнĕ хыççăн вăл вырăн пирки манса кайнă.
Паян-ыран сăнсене кĕртĕп. Декларацине хăйне те шыраса тупас теп-ха... | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2010.10.31 22:50 | |
Сăнсене паян çеç кĕртме май тупрăм. |