Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Алина 03.05.2016 20:38 | 2067 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Чӑваш чӗлхи, чӑваш тӗнчи, чӑваш чунӗ…

Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан чӑваш чун-чӗриллӗ кашни ҫынна пӗр ӗмӗт-шухӑшпа, пӗр кӑмӑл-туйӑмпа пӗрлештерме пултарчӗ ака уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ — И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун, Чӑваш чӗлхи кунӗ. Ҫак куна халалласа пирӗн республикӑн пур кӗтесӗнче те нумай-нумай мероприяти иртрӗ, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсене пӗр ҫӗрелле пуҫтарчӗ.

Чӑваш Сурӑм шкулӗ те ҫак уявсенчен аякка тӑрса юлмарӗ, Чӑваш чӗлхи кунне анлӑн паллӑ турӗ. Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗнче эпир «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурса хутшӑнса чӑваш уявӗ ирттернӗччӗ. Ҫак уяв пурне те — вӗренекенсемпе вӗрентекенсене те, ашшӗ-амӑшне те — питӗ килӗшрӗ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗсем кун пек уявсене малалла та хутшӑнма хатӗрри ҫинчен темиҫе те пӗлтерчӗҫ. Ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхи эрнинче, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шкулта «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх ҫемье» конкурс иртрӗ.

Конкурса чӑвашлӑха юратакан, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан 8 ҫемье хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Уява ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Пӗтӗм ҫемье кунӗпе те ҫыхӑнтартӑмӑр. Килӗшӳллӗ, телейлӗ ҫемьен символӗ вара — салтак тӳми чечекӗ. Ҫавӑнпа та конкурса хутшӑнакан ҫемьесем салтак тӳми чечекӗн ҫеҫкисем ҫине ҫырса хунӑ ӗҫсене пурнӑҫларӗҫ. Ку ҫеҫкесем ҫемьесене тӗрлӗ ӗҫ тутарма пултарчӗҫ: ҫемьесем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, тавҫӑрулӑхне тӗрӗслерӗҫ, кӗвӗллӗ ҫеҫке хушнипе кӗвӗсем итлесе тӑван кил, атте-анне ҫинчен юрӑсем аса илсе юрларӗҫ. Апат-ҫимӗҫ ҫеҫки ҫемьесен чӑваш апат-ҫимӗҫӗ хатӗрлес ӑсталӑхне тӗрӗслеме май пачӗ. Чӗлхеҫӗсен ҫеҫки те, ӳкерӳҫӗсен ҫеҫки те пулчӗ. Тӑванлӑх ҫеҫки хушнипе ҫемьесем ӑру-тӑванлӑх сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ. Чечекӗн юлашки ҫеҫки вара кашни ҫемьен пултарулӑхне курса савӑнма май туса пачӗ.

Кашни ҫемье уява тӑрӑшса хатӗрленни никама та иккӗлентермерӗ. Уява хутшӑнма ашшӗ-амӑшӗсем кӑна мар, кукашшӗ-кукамӑшӗсем тата аслашшӗ-асламӑшӗсем те кӑмӑл туни уйрӑмах савӑнтарать. Кашни ҫемьех мӗн енчен те пулин палӑрма пултарчӗ. «Чи пултаруллӑ ҫемье» Игнатьевсен ҫемйи пулнине палӑртрӗҫ. «Чи хастар ҫемье» — Николаевсен ҫемйи, «Чи туслӑ ҫемье» — Арсентьевсен ҫемйи», «Чи хаваслӑ ҫемье» — Михайловсен ҫемйи, «Чи сӑпайлӑ ҫемье» — Семеновсен ҫемйи, «Чи ӑста ҫемье» — Павловсен ҫемйи, «Чи тӑрӑшуллӑ ҫемье» — Гавриловсен ҫемйи тесе палӑртрӗҫ жюри членӗсем. «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫи вара Даниловсен ҫемйи пулса тӑчӗ. Ку ҫемье конкурса хутшӑннӑ ҫемьесенчен чи йышли те пулчӗ. Амӑшӗпе ывӑлӗсӗр пуҫне кукашшӗпе кукамӑшӗ те уява хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе пурне те тыткӑнларӗҫ.

Уяв ҫакӑнпах вӗҫленмерӗ. Юлашкинчен ҫемьесем чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан ҫемьесен аллейине уҫрӗҫ. Кашни ҫемье хӑй ячӗпе шкул умӗнче пӗршер хыр йывӑҫне лартса хӑварчӗ. Малашне ҫак йывӑҫсем вӑй илсе ӳссе ешерессе шанатпӑр. Ҫавӑн пекех чӑвашлӑх та кашни ҫемьере упранса юлса, малашлӑхра вӑй илессе шанас килет. Шкул тата ҫемьесем хушшинчи хутшӑнусем те чӑвашлӑх пулӑшнипе ҫирӗпленсех, вӑй илсех пыччӑр. Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те кил ӑшшине, ҫемье ӑшшине сивӗнме ан паччӑр. Кашни ҫемьере килӗшӳпе ӑнлану пултӑр!

#Чӑваш Сурӑм, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #уявсем, #конкурссем, #Элӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем