Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ транспорт министрӗпе Максим Соколовпа тӗл пулнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ тата Лапсар поселокӗсен, Шупашкар тавра иртсе каякан М-7 ҫул проектне хатӗрленӗ. Ҫулӑн ҫӗнӗ варианчӗ Шупашкар районӗнчи ялсем тавра иртӗ.
Максим Соколов ведомство Чӑваш Енри ҫӗнӗ объект строительствине «Транспорт тытӑмӗн аталанӑвӗ» патшалӑх программине кӗртме хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Ведомство Шупашкарти аэропорта инвестици программине (самолетсем вӗҫмелли лаптӑка искуственнӑй майпа витесси) кӗртес ыйтӑва та сӳтсе явма хатӗр.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнакансем валли тренировка ирттермешкӗн суйланӑ, ҫавӑнпа «Атӑл» М-7 ҫула та лайӑхлатмалла.