Шупашкар хула адмистрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков троллейбус управленийӗнче пулнӑ, канашлу ирттернӗ, парка пӑхса тухнӑ.
Алексей Ладыков троллейбус управленийӗн дирекцийӗпе транспорт инфратытӑмне сӳтсе явнӑ. 205 ҫулта предприяти тӑкак курнӑ-мӗн. Сахал мар — темиҫе теҫетке миллион тенкӗ.
Тӑкак пассажирсем сахалланнипе, республика хыснинчен ӑна саплаштарма укҫа уйӑрманнипе ҫыхӑннӑ. Тата ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан пассажирсем те пур-ҫке-ха.
Предприяти ертӳлӗхӗ общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакне 3 тенкӗ ӳстерме сӗннӗ. Анчах Алексей Ладыков хирӗҫленӗ: халӗ кун пек тума юраманнине, урӑх мел шырамаллине палӑртнӑ вӑл.
Ку ыйтӑва уҫӑмлатма ӗҫ ушкӑнне йӗркеленӗ. Унта хула администрацийӗн тата депутат корпусӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ. Ку енӗпе вӗсем икӗ эрне ӗҫлӗҫ.