ЧР Наци вулавӑшӗнче йӑлана кӗнӗ «Библиокаҫ» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртекенскере Наци вулавашӗ 145 ҫул тултарнине тата Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Акци вӑхӑтӗнче 40 ытла лапам ӗҫлӗ. 18 сехетре «Чӑваш кӗнеки» центрта «Манӑн вулавӑш» асаилӳсен каҫӗ пулӗ. 19 сехетре «Литература сӑнарӗ» кастинг йӗркелӗҫ. Ӑна ЧР Кинематографистсен пӗрлӗхӗпе пӗрле ирттерӗҫ. Унта кашниех чӑваш режиссерӗсен умӗнче пултарулӑхне кӑтартма, кинора ӳкерӗнмешкӗн йыхрав илме май пулӗ. Кун валли сӑвӑ, юптару е проза хатӗрлемелле. Е текста кастинг вӑхӑтӗнчех парӗҫ. 16–25 ҫулсенчисене — 19–20 сехетсенче, 26-ран аслӑраххисене 20–22 сехетсенче итлӗҫ.
19 сехетре Александр Яковлев йӗркеленӗ каҫ пуҫланӗ. Вулавӑшра икӗ дискусси клубӗ ӗҫлӗ. 10 ҫултан аслӑрах ачасем валли сӑнавсем, экспериментсем, фокуссем ирттерӗҫ.
Ҫавӑн пекех ҫак каҫ вулавӑшра куравсем ӗҫлӗҫ.