Ӗнер эпӗ пӗрремӗш хут «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑм йӗркеленӗ велочупӑва хутшӑнтӑм. Ялта пурӑннӑран хӗлле эп хамӑн икӗ урапаллӑ лашапа тухмастӑп — вӑл вӑхӑта ман велосипед сарайра ирттерет. Ҫавӑнпа пуль ӗнтӗ ӗнер тӳрех 84 ҫухрӑм парӑнтарма тивнӗрен мана кӑшт йывӑртарах килчӗ. Уйрӑмах Лапсарпа Шупашкар хушшинчи ҫула парӑнтарма ҫӑмӑл мар пулчӗ. Велоҫул юр айӗнче выртнӑран машшинсем ҫӳрекен ҫулпа кайма тиврӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе асфальт ҫул урапасем валли ҫеҫ ҫитнӗрен ҫул хӗррине тухмалла пулчӗ. Унта вара — пыльчӑк, велочипедӑн урапипе ҫунатти хушшине тулса лартнӑран пӗр вӑхӑт ман ӑна хӑйне тӗксе ҫеҫ мар, сӗтӗрсе пыма тиврӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗ тӗле темиҫе кун маларах ҫуса тасатнӑ велосипед пыльчӑкланса пӗтрӗ. Ҫавах та халь те урасем ыратаҫҫӗ пулин те велочупу ман кӑмӑла кайрӗ. Май тупсан тепре те кайса килес шутлӑ.
Шуршӑла ҫитсен «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑмӑн ертӳҫипе Вячеслав Платоновпа калаҫса илтӗм.
— Паянхи велочупӑва миҫе ҫын хутшӑнчӗ?
— Эпӗ хыҫалта пынӑ май шутласа пытӑм. Пӗр 60 ҫын майлӑ пулчӗ.
— Велочупӑва мӗне халалласа ирттеретӗр?
— Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи велочупӑва эпир Космонавтика кунне халалласа ирттеретпӗр. Кунта, Шуршӑла, эпир 5-мӗш хут килтӗмӗр. Пӗрремӗш хут велосипедсемпе 2004 ҫулта ҫитрӗмӗр. Вӑл вӑхӑтра Андриян Николаев, шел пулин те, вилсе кайрӗ. Вара эпир ӑна асӑнса авӑн уйӑхӗнче унӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн килтӗмӗр. Ҫавӑнтанпа кашни ҫулах пире — велоюхӑм ҫыннисене — хула администрацийӗ пулӑшса пырать. Пире ӑсатса яма машшин та парать.
— Велочупусене эсир тата ытти паллӑ кунсемпе те йӗркелетӗр, ҫапла-и?
— Ҫапла. Пирӗн ятарлӑ календарь пур. Унта ака уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗчченех кашни шӑматкунпа вырсарникун валли ҫырса хунӑ: мӗн тӑватпӑр, ӑҫта каятпӑр. Ҫанталӑк лайӑх пулсан, ҫумӑр ҫумасан ҫав календарь тӑрӑх ӑҫта та пулин каятпӑр — е районсене (республика йӗри-тавра) ҫул тытатпӑр, е хулара пысӑк акцисем ирттеретпӗр.
— Вӗсен тӗллевӗсем пур-и?
— Пирӗн тӗллев мӗнле-ха? Педале ахаль ҫавӑрттарни кӑна мар. Эпир велосипед усӑ панине кӑтартасшӑн — пурнӑҫра кирлӗ япала пулнине палӑртасшӑн. Тӗслӗхрен, нумай вырӑна велосипедпа кайма пулать. Лавкка инҫе мар пулсан унта машшинпа мар, икӗ кустӑрмаллӑ лашасӑр утпа та ҫитме пулать. Велосипед ҫине лар та кай кӑна. Ҫакӑн пек сывӑ пурнӑҫа эпир пропагандӑлатпӑр та.
— Ҫулталӑкне пысӑк мероприятисем мӗн чухлӗ ирттеретӗр?
— Вӗсем паллӑ ӗнтӗ. Ак ҫакӑ пысӑккисен йышне кӗрет. Кайран тепри пулать — сезон уҫни. Вӑл Шупашкарта масӑллӑ иртет, унта пиншер халӑх пухӑнать. Кӑҫал вӑл акан 24-мӗшӗнче пулать, ун чухне хула йӗри-тавра велосипедсемпе чупӑпӑр. Велочупу Хӗрлӗ тӳремре вӗҫленӗ. Унта вара концерт та пулӗ, тӗрлӗ конкурссем те.
Кайран эпир ҫу уйӑхӗнче Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Элӗке каятпӑр. 2005 ҫултан пуҫласа кашни ҫулах унта тухатпӑр. Элӗке эпир ҫӗр каҫмаллах каятпӑр. 7-мӗшӗнче тухатпӑр, тепӗр кунне каялла таврӑнатпӑр. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх унта ҫитсен эпир йывӑҫ лартатпӑр. Пирӗн тӗллев: Элӗк районӗнче пӗтӗмпе 5 пин йывӑҫ лартасси. Ҫавӑн чухлӗ ҫын вӑрҫа кайса пуҫӗсене хунӑ.
— Хальлӗхе миҫе йывӑҫ лартнӑ?
— Пӗр 2 пине майлӑ лартнӑ пуль. Ҫурри патнелле ҫитсе пырать пулин те лартмалли тата нумай-ха. Унта халь эпир пулӑшнипе лартнӑ икӗ парк ҫитӗнет. Элӗк районӗнчи велочупу питӗ хаваслӑ иртет, вӑл питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Эпир унта ветерансемпе те тӗл пулатпӑр, шкул ачисемпе те. Музейсене кӗрсе тухатпӑр. Чӑваш Сурӑмӗнче питӗ лайӑх музей — унта ҫула май кӗретпӗр. Сӑмах май вӑл ялти паркра та йывӑҫ лартсаччӗ. Элӗкри таврапӗлӳ музейӗ те чаплӑ.
Элӗкре эпир концертсем те лартса. Хамӑр велосипедҫӑсемпе. Кам гитарӑпа юрлать, кам ташлать. Юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсене те илсе кайсаччӗ. Шупашкарта «Тайна востока» пур-ҫке, ҫавсене илсе пынӑччӗ.
— Вӗсем те велосипедпа пыраҫҫӗ-и?
— Ҫук, велосипедпа мар, машшинпа.
— Вӗсене мӗншӗн велосипедпа илсе пымастӑр?
— Хӑшӗсем велосипедсемпех пыраҫҫӗ. Пӗр ҫул каялла эпир пӗрле кайрӑмӑр, виҫҫӗшӗ велосипедпа пычӗҫ. Малтанхи кун педаль ҫавӑрттарчӗҫ, кайран ҫав ачасем икӗ сехет сцена ҫинче ташларӗҫ. Вӑт мӗнле пултаруллӑ!
— Пуҫламӑшӗ пур ӗнтӗ. Тата мӗнле пысӑк мероприятисем пур?
— Кайран ӗнтӗ, тепӗр велосипедпа ҫыхӑннӑ пысӑк уяв вӑл ҫӗртме уйӑхӗнче иртет. Ҫак Сӗнтӗрвӑрри районӗ массӑллӑ велочупу ирттерет. Вӑл «Андриян ҫулӗпе» ятлӑ.
— Вӑл ӑҫтан иртет?
— Ытти чухне Сӗнтӗрвӑрринче пуҫланать. Пӗлтӗр вара ҫак Шуршӑлтан ҫула тухрӑмӑр. Унтан ӗнтӗ ҫул Сӗнтӗрвӑррине выртать. Лере пире вырӑнти халӑх, шкул ачисем кӗтсе илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи велочупӑва пӗр 400 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Мӗншӗн «Андриян ҫулӗ»? Вӑл ҫак ҫулпа ҫамрӑк чухне техникума ҫуран ҫӳренӗ.
— Унта миҫе ҫухрӑм?
— Пӗр 25 ҫухрӑм кунтан пулать. Инҫех те мар темелле. Ҫавах ҫавӑрттармалӑх пур.
— Эсир пӗлтӗр «Нарспи ҫулӗпе» те чупнӑ.
— Ҫапла. Пӗлтӗр эпир каҫхи велочупу ирттертӗмӗр. Ӑна эпир Константин Ивановӑн поэмине халалларӑмӑр, хула йӗри-тавра ҫаврӑнтӑмӑр. Шупашкарти паллӑ вырӑнсене кайса куртӑмӑр. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен пуҫларӑмӑр (вӑл К.В. Иванов ячӗпе хисепленет) — Константин Иванов палӑкӗ патӗнчен хӑпарса кайрӑмӑр. Литература музейӗ умӗнче чарӑнсан унти экскурсоводсем пире хӑйсен музейӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан Яков Ухсай культура керменне ҫитрӗмӗр. Унта чарӑннӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши, Иван Яковлев палӑкӗсем патне ҫитрӗмӗр. Кайран ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ май Юрий Гагарин пирки калаҫрӑмӑр, Василий Чапаев палӑкӗ патне ҫитрӗмӗр. Тракторсен музейӗ ҫитиех ҫитрӗмӗр. Альберт Николаевич Сергеев пире питӗ лайӑх кӗтсе илчӗ ун чухне. Тракторсем ҫине велосипедсемпех хӑпарса кайрӑмӑр, сӑн ӳкерӗнтӗмӗр.
— Сирӗн шутпа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта велоҫулсем ҫителӗклӗ-и?
— Эпир ҫак мероприятисене мӗншӗн йӗркелетпӗр? Сӑлтавӗ шӑп ҫавӑнта. Эпир тӳре-шарана тата халӑха велосипед питӗ кирлӗ те усӑллӑ япала пулнине кӑтартасшӑн. Унпа ҫӳрекенсем халь питӗ нумай. Нумайланса та нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫулсем кирлӗ тесе кӑтартасшӑн. Вара эпир ыйтнипех пулӗ Шупашкарта ҫулсем тума пуҫларӗҫ. Анчах вӗсене ытлашшиех лайӑхах туман, сахал вӗсем. Тумалла та тумалла. Пӗр 100 ҫухрӑм пур-и унта? Хулара таҫта та меллӗ ҫӳреме май туса памалла.
— Пӗлтӗр Ленин проспекчӗпе туса пачӗҫ.
— Туса пачӗҫ. Ну мӗн-ха вӑл? Вӑл питӗ сахал. Укҫине нумай тӑкакланӑ, ытлашши паха туман вара. Администрацине эпир ун пирки пӗрре анчах мар каланӑ. «Пирӗнтен мӗнле тумаллине ыйтӑр», — тесе каланӑ. Пӗрле вӗсемпе кайса ҫӳресе, кӑтартса. Ҫавах хальлӗхе тума пӗлеймеҫҫӗ. Анчах «Тӑватпӑр», — теҫҫӗ.
— Планӗсене кӗртеҫҫӗ-и?
— Планӗсенче пур. Пур. Ҫӗнӗ Шупашкарта та пуҫлӑхсене сӗнӳсем панӑччӗ. «Тумалла, тумалла», — теҫҫӗ, анчах тума пуҫламан-ха.
— Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара тата каялла ҫӳрекенсем нумай пуль?
— Нумай. Эп хам куратӑп. Хам та вӑл ҫулпа нумай ҫӳретӗп. Вӑт ҫавӑнта ҫул кирлех. Ун пирки сахал мар калаҫатпӑр эпир.
— Эп хам Лапсартан Шупашкара ҫӳретӗп те унта велоҫул пурри меллӗ.
— Вӑл пур-ха, ҫул хӗррипе ҫӳренинчен аванрах, анчах велоҫулӗ лайӑхах мар. Ӑна йӗркене кӗртес пулать — ҫуп-ҫапран тасатмалла. Урапа та шӑтарма пулать унта.
— Калаҫушӑн пысӑк тав.
Николай (Аҫтахар) Плотников калаҫнӑ, 2016.04.12. Сӑнсенче: велочупу саманчӗсем: велосипедҫӑсем ҫул ҫинче; Шуршӑлта кӗтсе илни; Вячеслав Платонов велосипедҫӑсен колоннине сыхласа пырать. Сӑнсен авторӗ: Николай (Аҫтахар) Плотников.