Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Владимир Милов шухӑшӗпе Раҫҫейри пурнӑҫа саккунсене улӑштарса ҫеҫ лайӑхлатма май пур

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.04.2016 09:17 | 1611 хут пӑхнӑ
Политика Пухура. Тимӗр Акташ тунӑ сӑн
Пухура. Тимӗр Акташ тунӑ сӑн

Шупашкарти «Ирбис» хӑна ҫуртӗнче ӗнер «Демократическая коалиция» (чӑв. «Демократиллӗ коалици» е «Демократиллӗ пӗрлӗх») партисен ушкӑнне йӗркелекенсенчен пӗрипе — «Демократический выбор» (чӑв. Демократиллӗ суйлав) парти ертӳҫипе Владимир Миловпа — тӗлпулу йӗркеленӗччӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ пире 2 сехетлӗ пуху мӗнле иртни пирки каласа пачӗ.

Владимир Милов хӑй Кемерово хулинче ҫуралнӑ. Мускаври ту-сӑрт патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 2002 ҫулта вӑл Энергетика министрӗн ҫумӗ пулнӑ, 2012–2015 ҫулсенче — «Демократиллӗ суйлав» парти ертӳҫи. «Демократиллӗ коалици» (унта «Парнас», Алексей Навальнӑйӑн «Прогресс партийӗ» тата ыттисем кӗреҫҫӗ) кӑҫал кӗркунне иртекен суйлава хутшӑнас шухӑшлӑ.

Шупашкарти тӗлпулӑва «Парнас» партийӗн вырӑнти уйрӑмӑн ертӳҫи Дмитрий Семёнов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑна сӑмах илнӗ, вӑл Раҫҫейри экономикӑпа политикине тишкерсе панӑ. Ҫавӑн пекех хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Раҫҫей хутшӑнакан вӑрҫӑсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, РФ Президенчӗн рейтингне хак панӑ. Владимир Милов шухӑшӗпе кӗркуннехи суйлава хутшӑнмаллах. Унӑн шухӑшӗпе Раҫҫейри улшӑнусене саккунсене улӑштарса ҫеҫ тума пулать.

Шупашкара ҫитнӗ хӑнана ыйтусем нумай пулнӑ. Пухӑннӑ халӑха политик ӗҫ укҫи, бизнес, Крым, люстраци, Совет влаҫӗ, бензин хакӗ мӗн шухӑшлани кӑсӑклантарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗнчи республикӑсем пирки те ыйту пулнӑ. «Эпӗ республикӑсене пысӑклатма, вӗсене ытти тӑрӑхсемпе пӗрлештерме хирӗҫ», — тенӗ Владимир Милов. Тӗлпулӑва оппонентсем те хутшӑннӑ. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ӗҫлӗ калаҫӑва чӑрмантарма тӑрӑшнӑ.

Тимӗр Акташ пухӑннисем йышӗнче ҫамрӑк ҫынсене сахал мар асӑрханӑ. Унӑн шухӑшӗпе ҫамрӑксем ҫакнашкал тӗлпулусене хутшӑнаҫҫӗ пулсан пирӗн халӑхӑн малашлӑх пурах.

#ҫамрӑксем, #Парнас, #политика, #хӑнасем, #Кемӗр, #пухусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем