Ӗнер Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче чӑваш студенчӗсем пухӑннӑ. Пухӑва ҫирӗм ытла ҫамрӑк ҫын килнӗ — Тутарстанран та, Чӑвашран та. Тӗлпулӑва йӗркелекенӗ — Ҫарӑмсан районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Василий Борисов студент.
Пухӑннисем умӗнче «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев тухса сӑмах каланӑ. Вӑл ҫамрӑксене чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнӑ тата унӑн паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа панӑ. Чӑваш чӗлхине хӳтӗлемелли меслетсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Тӗслӗх пек смартфонсем ҫинче чӑвашла сарӑмпа усӑ курнине палӑртса хӑварнӑ. Пухӑннӑ ҫамрӑксем калаҫу вӑхӑтӗнчех Android-лисем ҫине чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма лартнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑвашран Хусана вӗренме килнӗ студентка пулӑшнӑ.
Константин Малышев пухӑннисене чӑвашлӑх анине хӑй мӗнле кӗрсе кайни пирки те каласа кӑтартнӑ. Ку студент вӑхӑтӗнчех пулни пирки ҫамрӑксем пӗлнӗ.
Кунашкал пуху Хусанта пӗрремӗш хут иртнӗ, ҫамрӑксене вӑл килӗшни пирки пӗлтернӗ. Малашне те йӗркелеме шутлани ҫинчен вӗсем каланӑ.