Камсем-ши вӗсем тетӗр пулӗ? «Автоген-Бабай» — Ҫӗрпӳ хулинчи ҫамрӑксен клубӗ. Ӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртас тӗлӗшпе пухӑнчӗҫ те ӗнтӗ вӗсем.
«Автоген-Бабай» ҫамрӑксем хушшинче сывлӑх, спорт, культура идеисене сарас тӗлӗшпе ӗҫлет — ҫамрӑксем хушшинче КВН ирттереҫҫӗ, ачасемпе яшсене походсене ҫӳретеҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен футбол команди те пур (нумай пулмасть 10 ҫул тултарнине палӑртнӑччӗ вӗсем). Ертӳҫи — Сергей Беккер.
Ҫавра сӗтеле «Автоген-Бабай» ҫамрӑксен клубӗн хастарӗсемсӗр пуҫне вӗсен ӗҫне ырлакан ытти ҫамрӑксем те пулчӗҫ. Вӗсем хальхи ҫамрӑксене ӗҫе, спорта, тӗрлӗ мероприятисене явӑҫтарас тӗлӗшпе, вӗсен хастарлӑхне ӳстерессишӗн мӗн тумалли пирки калаҫрӗҫ.