Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӑн хӑтлавне йыхравлатпӑр!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.03.2016 18:50 | 2042 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ наци корпусӗн хӑтлавне йыхравлать. Вӑл студентсене, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан пур ҫамрӑка та интереслӗ пулма тивӗҫ.

Сайт хӑтлавӗ 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, юнкун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

Хӑтлавра сайт йӗркелекенӗ Николай (Аҫтахар) Плотников сайтӑн тӗллевӗсене уҫса парӗ, унпа мӗнле ӗҫлемеллине, мӗнле усӑ курмаллине каласа парӗ. Хӑтлавӑн тӗп тӗллевӗ: сайта чӑвашла-вырӑсла куҫарусемпе пуянлатакан ҫынсене тупса палӑртасси. Ҫавна май хӑтлавра ытларах сайтпа мӗнле майпа ӗҫлемелли ҫинче чарӑнса тӑрӗҫ. Кашни ҫын ҫак ӗҫре мӗнпе пулӑшу кӳме пултарни пирки каласа парӗҫ.

Хӑтлава пынисем икӗ чӗлхеллӗ корпусра усӑллӑ сӗнӳсем те пама пултарӗҫ — мӗнле функционал кӗртмелле, мӗнле ӗҫе лайӑхлатмалла тата ытти те (хӑтлав йӗркелекенсем сирӗн сӗнӳсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ). Икӗ чӗлхеллӗ корпуспа маларах паллашас кӑмӑллисем http://corpus.chv.su адреспа кӗрсе курма пултараҫҫӗ.

Икӗ чӗлхеллӗ корпуса малтанлӑха чӑвашла текстсем ҫинче йӗркелеме шухӑшласа хунӑ. Ку, тен, малашлӑхра унӑн никӗсӗ ҫинче чӑваш чӗлхин корпусне те хатӗрлеме май парӗ.

Корпуса йӗркелекенсем: Чӑваш халӑх сайчӗ, «Хавал» пӗрлӗх, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ.

#ЧПГӐИ, #хӑтлавсем, #чӑваш чӗлхи, #Хавал, #сайтсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем