Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Персона: Маресьев пирки пӗлме — Йӗпреҫе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 26.03.2016 19:59 | 1766 хут пӑхнӑ
Персона Алексей Мересьев
Алексей Мересьев

Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑша Шупашкарти шкул ачисем Алексей Маресьев Совет Союзӗн Геройӗ пирки пӗлессишӗн пырса ҫитнӗ. Нарспи Васильева таврапӗлӳҫӗ Н.В. Смирнов сержант ячӗллӗ Шупашкарти 33-мӗш шкулта 5-мӗш «а» тата 5-мӗш «б» классенче вӗренекенсене А. Маресьев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине аса илтернӗ май унӑн патӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи кунсенчен пӗринче унӑн самолетсене персе антарсан малтан вӑл аманнӑ урипе пӗтӗм вӑя пухса, кайран хырӑмпа шуса 18 талӑк хушши фронт лини енне талпӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йывӑҫ хуппипе, ҫырлапа тӑранкаланӑ. Вӑрманта выртакан вырӑс салтакне Новгород облаҫӗнчи Валдай районӗнчи Плав ялӗнчи ашшӗпе ывӑлӗ вӑрманта халсӑрланса выртнине асӑрханӑ-ха, анчах вӑл сӑмах чӗнменрен нимӗҫ пуль тесе пӑрӑнса утнӑ. Кайран ӑна ҫав ялти икӗ арҫын ача, Сережӑпа Саша, асӑрханӑ. Сашӑн ашшӗ вырӑс летчикне яла илсе кайнӑ. Темиҫе эрне пӑхнӑ ӑна ял ҫыннисем. Тухтӑр пулманнипе кайран госпитале ӑсатнӑ.

Сӑмах май каласан, Нарспи Корниловна хӑй те кӑсӑклӑ ҫын. Вӑл таврапӗлӳҫӗ кӑна мар, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ ҫынни. Шӑпах вӑл легендарлӑ летчикӑн урине татнӑ хыҫҫӑн лешӗ 1943 ҫулта Йӗпреҫри авиашкулта ҫӗнӗрен вӗҫме хӑнӑхнине тупса палӑртнӑ. Протезпа та пулин ҫӳл тӳпене ҫӗкленнӗ тӗлӗнмелле паттӑр ҫак летчик. Алексей Маресьевпа Нарспи Корниловна тӑватӑ хутчен курнӑҫнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫыру урлӑ унпа ҫыхӑну тытнӑ.

#Йӗпреҫ районӗ, #вулавӑшсем, #таврапӗлӳ, #Шупашкар, #ачасем, #33-мӗш шкул, #Йӗпреҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем