Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кинематографсем чӑваш киноне аталантарасси пирки калаҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.03.2016 12:54 | 2298 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ.

Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать.

Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ. Чӑваш Республикин тӳри-шари те ку тӗлӗшпе пулӑшас теменни пирки пӗлтерчӗҫ — кинематографсен пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ гранта тӳре-шара йышӑнасшӑн пулман.

Сӗнӳсем хушшинче республикӑри проката аталантармалли те пулчӗ. Кино ӳкерсен ӑна халӑх патне ҫитерме май ҫук пулсан усси пысӑк пулмасси ҫинчен каларӗҫ. «Ҫеҫпӗл» кинотеатра каялла тавӑрма сӗнчӗҫ. Сахал-и, нумай-и — анчах вӑл ҫурт яланах укҫа илсе килни пирки каларӗҫ.

Ӳпкелешӳсем те пулчӗҫ. Патшалӑх тӳри-шари чылай чухне пулӑшас вырӑнне ура хуни пирки пӗлтерчӗҫ. Тӗслӗх пек «Кино ҫуртне» сутса янине илсе кӑтартрӗҫ, унта вара фильм ӳкермелли пӳлӗмсем йӑлт хатӗр пулнӑ. Тепӗр тӗслӗх «Битва за Новоюжку» (чӑв. «Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗшӗн ҫапӑҫни») фильмпа ҫыхӑннӑ — кино пысӑк экран ҫине тухнӑ хыҫҫӑн авторӗсене прокуратурӑран чӑрмантарма пикеннӗ.

Ҫавра сӗтеле вӗҫленӗ май Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем пӗр-пӗрне ӑнӑҫу сунчӗҫ, 2016 ҫул Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май патшалӑх кино ӑстаҫисем енне ҫаврӑнасса шанчӗҫ.

#культура, #ҫавра сӗтелсем, #кинематографистсен пӗрлешӗвӗ, #Кино ҫулталӑкӗ, #фильмсем, #тӳре-шара, #саккунсем, #Якути, #Пушкӑртстан, #Тутарстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем