Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Ракетчиксене асӑнса конференци ирттернӗ

Паллашу Хам ҫинчен: Ӗҫместӗп, туртмастӑп, ӗҫрен хӑрамастӑп. 43 ҫулта. Хальхи самантра йы...
Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Галина Зотова 16.03.2016 10:48 | 352 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх

Иртнӗ ҫул Хӗрлӗ Чутай районӗнчи администраци ҫумӗнчи культура, спорт тата архив уйрӑмӗ Александр Самсонов ертсе пынипе республика пуҫлӑхӗн культурӑпа ӳнере пулӑшас енӗпе йӗркеленӗ конкурса «Мы помним, мы гордимся!» (чӑв. Эпир астӑватпӑр, эпир мухтанатпӑр!) ятлӑ проект тӑратнӑ, грант ҫӗнсе илнӗ.

Проекта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Логиновпа Иван Индряков Совет Союзӗн Паттӑрӗсене тата ҫак районта кун ҫути курнӑ пӗрремӗш ракетчиксене — Алексей Захаров, Иван Коннов тата Степан Плисов халалланӑ. Грантпа усӑ курса «Наши земляки-первые ракетчики Чувашии» (чӑв. Пирӗн ентешсем — Чӑвашри пӗрремӗш ракетчиксем), Иван Индряковпа Алексей Логинов кун-ҫулне сӑнлакан брошюрӑсем пичетленӗ, темиҫе районта вырӑнти артистсемпе хатӗрленӗ патриотикӑлла концерт программипе сцена ҫине тухнӑ. Концертне ятарлӑ диск ҫине ҫырса пичетленӗ. Асӑннӑ паттӑрсем — Индряков та, Логинов та — пуш уйӑхӗнче ҫуралнӑ: Захаров 5-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ, Иван Коннов ракетчик вара пушӑн 17-мӗшӗнче пурӑннӑ пулсан 100 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Шӑпах ҫавӑнпа ӗнер хӑнасем районти музей залне пуҫтарӑннӑ. Малтанах вӗренекенсем музей тӑрӑх экскурсире пулнӑ, тин кӑна уҫӑлнӑ интернационалистсен куравӗпе паллашнӑ. Тӗлпулура район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов пухӑннисене саламланӑ. Районта ҫакӑн чухлӗ Паттӑр ҫуралса ӳснипе мӑнаҫланмалли ҫинчен, вӗсен кун-ҫулне ытларах тӗпчемелли пирки чарӑнса тӑнӑ. Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗнӗ Атикассинчи вӑтам шкулти тата Шулюри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулти вӗренекенсем пӗрремӗш ракетчиксен кун-ҫулӗпе паттӑрлӑхӗ пирки пухӑннисене паллаштарнӑ.

Анастасия Артемьевӑпа Алена Шуськина тата Галина Алексеевна Бровкина «Катюша» батарея командирӗ Алексей Анисимович Захаров пирки тӗплӗн каласа панӑ. Штанашри Диана Майоровӑпа Татьяна Ефремов хӑйсен ентешӗсем ҫинчен Штанашра ҫуралса ӳснӗ Иван Николаевич Конновпа Упӑкушкӑньре ҫуралнӑ, Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫура пуҫне хунӑ Алексей Логинов пирки каласа панӑ. Татьяна Ефремова Галина Зотова таврапӗлӳҫӗ пулӑшнипе паха хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вӗренекенсем Анастасия Спиридонова, Татьяна Кудряшова тата Инга Индрякова радист Степан Павлович Плисов ракетчик-радист ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ку шкулти Кашкиров Владимир Анатольевич истори учителӗ ачасен шухӑшне малалла тарӑнлатнӑ. Вӑл Паттӑрӑн пурнӑҫне питех те тӗплӗн тӗпчеме пултарнӑ, «Самант» журналта та, район хаҫатӗнче те темиҫе статья пичетленӗ.

Пухӑннисем районти вулавӑш хатӗрленӗ кӗнекесен куравӗпе хаваспах паллашнӑ, Иван Коннов сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ альбом та интереслӗ пулнӑ. Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Марина Николаевна Кагайкина ачасене те, аслисене те, ҫав шутра музей ертӳҫине Елена Ивановна Чемалиновӑна та, тав сӑмахӗ каларӗ. «Ӗҫ малалла пырать, кун пек канашлусем татах та ирттерӗпӗр», — тесе сывпуллашрӗҫ район ертӳҫисем.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Шулю, #Штанаш, #ачасем, #истори, #вӑрҫӑсем, #конференцисем, #музейсем, #Ҫӗнӗ Атикасси, #Упӑкушкӑнь

 

Сӑнсем (12)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (30.03.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Хыпарсем (12+)
06:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
07:00
 
Хыпарсем (12+)
07:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
08:00
 
Новости (12+)
08:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
09:00
 
Новости (12+)
09:10
 
Юрă вăчăри (12+)
09:40
 
На весах Фемиды (16+)
10:00
 
Хыпарсем (12+)
10:10
 
Юрă вăчăри (12+)
10:20
 
Социальный вопрос (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:10
 
Чĕнтĕрлĕ чаршав (12+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
14:20
 
Азы православия (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:20
 
Чун-чĕре киленĕçĕ (12+)
15:40
 
На страже закона (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Тус-юлташ саламĕ (0+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Тăван ăс-хакăл (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Тема дня (12+)
19:20
 
Путь к здоровью (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
20:20
 
Çичĕ юрă (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Çичĕ юрă (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org