Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кӗрӗкпе сӑхман тӗл пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 15.03.2016 17:17 | 1932 хут пӑхнӑ
Культура

«Ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренпех пырать. Ҫак вӑхӑтра хӗллепе ҫуркунне тӗл пулаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, вӑй виҫеҫҫӗ, урӑхла каласан, кӗрӗкпе сӑхман тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӑварни тени, тепӗр майлӑ, «ҫу эрни», «хӗле ӑсатни, ҫуркуннене кӗтни», — тесе ӑнлантарнипе пуҫланӑ Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ял тӑрӑхӗ хӑйсем патӗнче ҫав уява кӑҫал епле палӑртнине паллаштарассине.

Чӑн та, Ҫӑварни эрнинчи кашни кунӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур: тунтикун тӑвансем, тус-йыш пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ, хӗвел питлӗ икерчӗпе чей ӗҫнӗ; ытларикун хуйхӑ-суйхӑ ҫинчен манса кайса вылянӑ, кулнӑ; юнкунпа кӗҫнерникун кашни килтех тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫинӗ, тӑвансем пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ; эрнекун ҫамрӑк мӑшӑрсен упӑшкисем арӑмӗсен амӑшӗсене хӑйсем патне хӑнана чӗнсе икерчӗпе сӑйланӑ, юрама тӑрӑшнӑ; шӑматкун хӗр-пултӑрсем пӗрле пухӑнса икерчӗ, кукӑль пӗҫерсе ҫинӗ, юрӑ юрланӑ; вырсарникун — кӗҫӗн Ҫӑварни, ялӗпех хӗле ӑсатнӑ, ача-пӑча катаччи чупнӑ.

Авалтан килекен йӑлапа Хирпуҫ ялӗнче уяв иртнӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Терентьев, ял старости Л.П. Харитонова, ӗҫ ветеранӗ И.П. Феофанова пуҫтарӑннисене уява саламланӑ. Кӳршӗ Рункӑ тата Уравӑш ялӗсенчен те хӑнасем килнӗ хӑнасем те, вырӑнтисем те юрласа та ташланӑ, вӑйӑ вылянӑ, чунтан савӑннӑ.

#уявсем, #Ҫӑварни, #Вӑрнар районӗ, #культура, #Уравӑш, #Рункӑ, #Хирпуҫ, #Хирпуҫ ял тӑрӑхӗ

 

Сӑнсем (34)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем