Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунине маларах пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, вӑл театрта ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 45 ҫул ҫитнӗ.
Василий Павлова саламлама театрти черетлӗ спектакль умӗн пуҫтарӑннӑ унӑн ӗҫтешӗсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артистне тем тӗрлӗ ырӑ сӑмахпа хакланӑччӗ.
Халӗ тата Василий Павлова унӑн ентешӗсем: Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте тата район центрӗнче — саламланӑ. Тӑван ялӗнчи культура ӗҫченӗсем «Сцена ӑсти 65 ҫулта» ятпа элеткронлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. «Чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» кӗнеке куравӗ те йӗркеленӗ вӗсем. Вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем пултаруллӑ артиста юрласа та кӑтартнӑ. Артист та тӑван тӑрӑхне пушӑ алӑпа ҫитмен, ял ҫыннисене «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль (Василий Павлов унта тӗп сӑнара калӑплать) кӑтартнӑ.